Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Июлӗн 2019, 11:16

ВЛАДИМИР ПУТИНПА ВЛАДИМИР ЗЕЛЕНСКИЙ ТЕЛЕФОН УРЛĂ КАЛАÇНĂ

Раççей Президенчĕ Владимир Путинпа Украина Президенчĕ Владимир Зеленский пĕр-пĕринпе телефон урлă калаçнă.

Ку - вĕсен хушшинчи пĕрремĕш çÿллĕ шайри калаçу. Çак таранччен Путинпа Зеленский пĕр-пĕринпе тĕл пулма мар, телефон урлă та, çыру çырса та хутшăнман. Пĕрремĕш канал пĕлтернĕ тăрăх, калаçу 20 минута яхăн тăсăлнă. Зеленский вырăсла калаçнă. Хутшăну Киев сĕнĕвĕпе иртнĕ.

Икĕ çĕршыв пуçлăхĕ хушшинчи сăмах Донбасри кризис, тыткăна илнĕ салтаксем çинчен пынă. Вĕсене ирĕке кăларас тесен пĕрле, пĕр шухăшлă пулса ĕçлемелле.


Читайте нас: