Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
18 Июлӗн 2019, 14:11

2019 çулхи кĕркунне Раççейри 44 регионта Обществăлла сăнав комиссисен йышĕ улшăнать

Комисси йышне закон тăрăх пилĕк çынран пуçласа 40 çын таранччен кĕме пултарать.

Ирĕкрен хăтарнисен прависене пăхăннине контроллесе тăракан Обществăлла сăнав комиссисен йышĕ Раççейри 44 регионта, çав шутра Мускавра та, пĕтĕмĕшле ылмашăнать. Çакăн çинчен ТАСС агентствин пресс-конференцинче РФ Обществăлла палатăн секретарĕ Валерий Фадеев пĕлтернĕ.

«Раççейри 44 регионта, çав шутра Мускавпа Санкт-Петербургра, ОСК (Обществăлла сăнав комиссийĕсен) çĕнĕ йыш пулать. Июлĕн19-мĕшĕнче кандидатурăсем тăратмалли процедура пуçланни çинчен пĕлтерÿ пулать. Çакăн çинчен «Раççей хаçатĕнче» шайлашуллă пĕлтерÿ пичетленет», — тенĕ вăл.

Унăн сăмахĕсем тăрăх, ОСК йышне кандидатурăсем тăратмалли процесс йывăр. «Закон тăрăх кандидатсене обществăлла организацисем кăна тăратма пултараççĕ. Çавăнпа обществăлла организацинчен сĕнÿ çырăвĕ кирлĕ. Çыннăн судпа айăпланманни çинчен справка пулмалла, тăванĕсемпе çывăх çыннисем те судпа айăпланман пулмалла», — палăртнă Фадеев. Комисси йышне закон тăрăх пилĕк çынран пуçласа 40 çын таранччен кĕме пултарать.

Фадеев çирĕплетнĕ тăрăх, сăнав комиссийĕсене кандидатсем тăратас процедура октябрь уйăхĕнче вĕçленет, ун хыççăн Обществăлла палатăн совечĕ ОСК çĕнĕ йышĕсемшĕн сасăлать.

Вăл граждансене сăнав комиссийĕсене хăйсен кандидатурисене хастартарах тăратма йыхравланă.

«Паянхи кун ОСК профессионаллă сулăм пур — çак комиссисенче унчченхи ФСИН ĕçченĕсем хастар ĕçлеççĕ. Эпир вара граждан хастарĕсене, вĕрентекенсене, тухтăрсене Обществăлла сăнав комиссисене хăйсен кандидатурисене тăратма йыхравлатпăр. Вĕсем комиссисен ĕçне эффективлăрах тăвĕç», — вĕçленĕ Фадеев.
Читайте нас: