Çутă çул
-5 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
18 Июлӗн 2019, 12:21

ÇĔНĔ АВТОБУССЕМ ÇŸРЕМЕ ПУÇЛАНĂ

„Башавтотранс” ГУП паркĕ хуласем хушшинче çÿрекен хальхи вăхăтри 20 автобуспа пуянланнă.

Водительсене çĕнĕ автобуссен уççисене регион Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров панă.


Пĕр автобус – 7 миллион ытла тăрать. Пурĕ унта 44 пассажир вырнаçать. Хăтлă тата хăрушлăхсăр пулма мĕнпур условисене тунă. Кунта кондиционер тата хутса ăшăтмалли система пур, кашни вырăна хăрушлăхсăр чĕнĕпе тивĕçтернĕ.

Водительсем çĕнĕ техникăпа Кăнтăр автовокзалне кайнă, тÿрех ĕçе тытăннă.


Çĕнĕ техника Пушкăртстанăн тĕп хулине Дюртюли, Нефтекамск, Октябрьский, Туймазă, Бирск, Янаул, Белорецк, Учалă, Стерлитамак, Салават, Мелеуз, Баймак тата Сибай хулисемпе çыхăнтаракан маршрута тухĕ.


Регион влаçĕ сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕнпур хуласемпе район центрĕсене „Башавтотрансăн” официаллă маршручĕпе çыхăнтарма планлать. Пурĕ Пушкăртстанри 300 яла маршрутлă транспорт çÿрĕ.

Читайте нас: