Çутă çул
-15 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Июлӗн 2019, 09:28

Путин сержантсемпе ахаль салтаксен ĕç укçине палăрмалла ÿстернине ырланă

Раççей президенчĕ Владимир Путин Хÿтĕлев министерстви кăçалхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен контрактпа служба иртекен ахаль салтаксемпе сержантсен ĕç укçине ÿстерме йышăннă решенине ырланă.

Çакăн çинчен «Хĕрлĕ çăлтăр» хаçат пĕлтерет.

Хаçат пĕлтернĕ тăрăх, çакăн çинчен июлĕн 16-мĕшĕнче Хÿтĕлев министерствин канашлăвĕн хупă пайĕнче ведомство пуçлăхĕ Сергей Шойгу пĕлтернĕ.

Ахаль составăн пĕрремĕшле çар должнăçĕсенче служба иртекен çар тивĕçлĕ çынсен укçа-тенкĕ тÿлевне, çав шутра 1-мĕшĕнчен пуçласа 4-мĕшĕчченхи разряд тарифĕсен должность оклачĕсене палăрмалла ÿстерме планлаççĕ.

Кунсăр пуçне, çÿлерех асăннă категоринчи çар çыннисен социаллă хÿтлĕхне ÿстерес йĕркепе октябрĕн 1-мĕшĕнчен пурăнма валли çурт-йĕр тара илнĕшĕн тÿлекен компенсаци тÿлевĕсен виçине пысăклатакан механизма законпа килĕшÿллĕн йĕркелеççĕ. Хÿтĕлев министерстви курсантсем, контрактпа служба иртекен ахаль салтаксемпе сержантсене отпуска ирттермелли вырăна тÿлевсĕр çитмелле тума планлать.

#ВладимирПутин

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: