Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Июлӗн 2019, 09:23

Владимир Путин Германи канцлерне 65 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламланă

Раççей президенчĕ Владимир Путин Ангела Меркель Германи канцлерĕпе телефон калаçăвĕнче ăна 65 çул тултарнипе ăшшăн саламланă, пĕлтерет Кремль пресс-служби.

Ангела Меркель Германи канцлерĕ июлĕн 17-мĕшĕнче хăйĕн 65 çулне палăртать. Тухăç Германинчи унчченхи ученăй-физик 14 çул тăршшĕ Германи правительствин пуçлăхĕн постне йышăнать. 2018 çулта «ĕмĕрхи канцлер» 2021 çул хыççăн политика карьерине пĕтĕмпе чарасси çинчен пĕлтерни чылай çынна аптратса янă.

«Иртнĕ телефон калаçăвĕнче РФ президенчĕ Владимир Путин Германи Федеративла республикăн федераллă канцлерне Ангела Меркеле 65 çул тултарнипе чунтан саламланă», — тенĕ пĕлтерÿре.

Владимир Путин ăна салам телеграмми янине те палăртнă.



Читайте нас: