Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Июлӗн 2019, 09:27

ПУТИН УФАРА ÇУНАКАН САМОЛЕТА ЛАРТНĂ ПИЛОТСЕНЕ НАГРАДĂЛАНĂ

Раççей президенчĕ Владимир Путин пĕлтĕр август уйăхĕнче двигателĕ çунма пуçланине пула Уфара анса ларнă Red Wings авиакомпанин пассажирсем турттаракан самолетăн экипажне наградăланă.

Çакăн çинчен Пиллĕкмĕш канал пĕлтерет.

Юрий Хорьговский сывлăш киммин командирне, Владимир Павленко иккĕмĕш пилота тата Сергей Лакида бортинженера Паттăрлăх Орденĕсемпе наградăланă. Евгений Егошин, Петр Михайлов, Ларита Мурадова тата Руслан Тимербаев бортпроводниксем Нестеров медалĕсене тивĕçнĕ.

Пичетленĕ президент указĕнче служба тивĕçне пурнăçланă чухне кăтартнă паттăрлăхпа хастарлăх çинчен каланă.

2018 çулхи августăн 22-мĕшĕнче Уфа — Сочи рейс пурнăçлакан Red Wings авиакомпанин пассажир лайнерĕ сулахай двигателĕ çунма тытăннине пула Уфари аэропортра авариллĕ посадка тунă. Унăн борчĕ çинче 202 пассажир, çав шутра 41 ача пулнă. Вĕсене пурне те самолет анса ларнă хыççăн çичĕ минут хушшинче ыррăн-сыввăн эвакуациленĕ.

«Башинформ» агентствă маларах пĕлтернĕ тăрăх, февралĕн 19-мĕшĕнче Раççей Федерацин Президенчĕ çумĕнчи Пушкăртстан Республикин Полномочиллĕ представительствинче Радий Хабиров хушнипе кăтартнă профессионализмпа паттăрлăхшăн «Ред Вингс» авиакомпанин ТУ-204 самолетăн экипажне уявла лару-тăрура патшăлах наградисем панă.



Читайте нас: