Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Июлӗн 2019, 09:21

ПУТИН ХАРĂС ИШŸПЕ РАÇÇЕЙ СБОРНĂЙНЕ ЫЛТĂН МЕДАЛЬПЕ САЛАМЛАНĂ

Раççей президенчĕ Владимир Путин харăс ишÿпе Раççей сборнăйне шыв спорт тĕсĕсен тĕнче чемпионатĕнче техникăлла программăпа ушкăнсен ăмăртăвĕнче çĕнтернĕпе саламланă тата команда çирĕп характерпа çинетăрулăх кăтартнине палăртнă.

Телеграммăна Кремлĕн сайтĕнче пичетленĕ.

Ромашина тĕнче чемпоначĕн титуллă харăс ишевçи пулса тăнă.

Раççей сборнăйĕ Тухăç Корейăри Кванджу хулинче иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче «Кадриль» техникăлла программăпа çĕнтернĕ.

«Сире тĕнче чемпионачĕн ылтăнĕпе саламлатăп. Эсир характер, кăмăл çирĕплĕхĕ тата чăн-чăн команда пĕтĕçÿлĕхĕ кăтартрăр. Йывăр техникăлла программăна тĕлĕнтермелле пурнăçларăр, паллă тупăшуçăсенчен иртме пултартăр», — тенĕ телеграммăра.

Путин чемпионсене çĕнĕ çÿлĕ кăтартусем суннă тата вĕсем тренерсен шанăçне тÿрре кăларнине пĕлтернĕ.

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#ВладимирПутин.
Читайте нас: