Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Июлӗн 2019, 09:12

ВЛАДИМИР ПУТИН УКÇА-ТЕНКĔ ЕНЧЕН ÇИТЕЛĔКСĔР ÇЕМЬЕСЕНЕ ÇУРТ-ЙĔРПЕ ТИВĔÇТЕРМЕ ХУШУ ПАНĂ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин правительствăна октябрь уйăхĕн 10-мĕшĕччен укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă йĕркене хатĕрлесе çитерме хушу панă.

Кремль пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, асăннă хушăва законодательствăна мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ тата çĕршыв пуçлăхĕн йышăнăвĕ хыççăн çирĕплетнĕ.

- «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци программипе килĕшÿллĕн 2024 çул тĕлне ытларах çурт-йĕр хăпартса укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр çемьесене хваттерпе тивĕçтермелле, анчах хваттер патшалăх е муниципалитет харпăрлăхĕнче юлмалла, - тенĕ документра.

Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх ертÿçи РФ Министрсен Кабинечĕпе регионти влаçсенчен «граждансене çурт-йĕр туяннă чух патшалăх шутĕнчен пĕр хутчен çеç - пуçламăш капитал валли е ипотека кредитне компенсацилеме - укçа-тенкĕ памалли» ыйтупа та çĕнĕ сĕнÿсем кĕтет.

Тепĕр хушура çурт хăпартма çĕр лаптăкĕсем уйăраса парасси çинчен каланă. 2024 çулччен çулталăкне 40 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яма палăртнă.


Читайте нас: