Кунта кашни çул 9 пин тонна продукци кăларма планлаççĕ.
Инвесторĕ — сырпа сĕт деликачĕсем кăларассипе ĕçлекен Savencia Fromage&Dairy Франци компани 2 млрд. тенке яхăн инвестици хывма планлать. Проекта икĕ тапхăрпа пурнăçа кĕртеççĕ: пĕрремĕш тапхăрта 3000 тонна, иккĕмĕшĕнче 6000 тонна продукци кăлармалла. 200 пине яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçăлĕç. Завода 2020 çулхи октябрь уйăхĕнче хута яма шутлаççĕ.
Çĕнĕ предприятине тума пуçланине чысланă уявла церемонине Пушкăртстан ертÿçи Радий Хабиров хутшăннă. Вăл Раççейри Франци посолĕпе Сильви Берманпа тата ытти хăнасемпе Пелепей сĕт-çу комбинатне пăхса тухнă. Предприятин генеральнăй директорĕ Евгений Линевич заводра 750 çын ĕçленине тата сырăн 23 тĕсне кăларнине пĕлтернĕ. Кашни çул комбинат республикăн бюджетне 500 млн. тенке яхăн налук тÿлет. Хăнасем сыр тăвакан, пиçекен тата сыра чĕркекен цехсенче пулнă.
Раççейри Франци посолĕ икĕ çул каялла Парижра пĕрле ĕçлесси çинчен килĕш çырнă чухне пуçламăшне хывнине пĕлтернĕ.
Savencia компанисен ушкăнĕн генеральнăй директорĕн сăмахĕсем тăрăх Пелепейре чи хитре тата пысăк завод уçăлать тата предприяти çынсен лайăх апатланăвĕшĕн тăрăшать.
«Эпир Раççейре çакăн пек предприяти уçма тахçанах планланă, сирĕн çĕршыва тăршшĕпе иртсе тухрăмăр, Пелепей хулине суйласа илтĕмĕр. Кунта хăйсен ĕçне пĕлекен тата юратакан профессионалсен команди тăрăшать. Кунта чаплă сырсем тăваççĕ. Эпир лайăх завод тупрăмăр», — тет Торри господин.
Вăл вырăнти сĕтĕн пахалăхне çÿле хурса хакланă. Экспертсен хакĕ тăрăх сĕтĕн пахалăхĕ ытти регионсенчен пысăкрах. Çакă çĕнĕ производство уçма вырăн суйланă чух татса паракан факторсенчен пĕри пулнă.