Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
24 Июлӗн 2019, 09:12

РАÇÇЕЙРИ АСЛĂ ВĔРЕНŸ ЗАВЕДЕНИЙĔСЕНЧЕ БЮДЖЕТ ВЫРĂНĔСЕНЕ ЧАКАРМĔÇ

Раççей пуçлăхĕ Владимир Путин пĕлтернĕ тăрăх, çĕршыври аслă вĕренÿ заведенийĕсенче бюджет вырăнĕсене чакарма шутламаççĕ.

Пачах та урăхла, 2020 çул тĕлне çак цифра 400 пине çитĕ. Унпа пĕрлех бюджет вырăнĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси те ÿсĕ. Патшалăх ертÿçи Магнитогорскри металлурги комбинатĕнче рабочисемпе тĕл пулнă чух пĕр хĕрарăм бюджет вырăнĕсем сахалланмаççĕ-и, вĕренÿ хакĕ ÿсмест-и тесе пăшăрханса ыйтнă. Çĕршыв пуçлăхĕ ун пек вырăнсем (бакалавриатпа специалитет) 2017 çулта 300 пин, 2018-2019 çулсенче 380 пинрен ытларах пулнине пĕлтернĕ.

- 2020 çул тĕлне 400 пине яхăн вырăн пулĕ. Бюджет вырăнĕсене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси юлашки икĕ çулта 16% ÿснĕ, - палăртнă Владимир Путин.

Çаплах çĕршыв пуçлăхĕ Раççейри 17-30 çулсенчи 1000 çамрăкран 800-шĕ студент пулма пултарать тенĕ.

- Çак параметрсем тытăнса тăраççĕ-ха. Паллах, кашни регионта лару-тăру тĕрлĕрен. Ку ĕçлев рынокĕпе ĕçлекенсем мĕн чухлĕ кирлĕ пулнинчен килет, - палăртнă Раççей лидерĕ.

Читайте нас: