Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Июлӗн 2019, 17:07

ПАХАЛĂХШĂН ХУРАВ ТЫТАÇÇĔ

Энергетиксем хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленсе пĕтереççĕ.

Пĕрремĕш çур çуллăх вĕçленчĕ, «Бижбулякэнергосервис» ОООн ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсене палăртма пулать.

— Эпир ПР энерги сутакан компанипе тунă килĕшÿ тăрăх электроэнергине потребитель патне çитерес çăмăллăх паратпăр, — тет организаци ертÿçи.— Пиртен çуртсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрленес тĕлĕшпе çирĕп ыйтаççĕ. Пушкăртстан Республикин Правительстви тата Тариф комитечĕ контроллеççĕ. 2019 çулăн иртнĕ тапхăрĕнче «Бижбулякэнергосервис» ООО Пишпÿлекри икĕ электроподстанцине, Михайловкăри пĕр электроподстанцине çĕнетсе юсанă. Михайловка ялĕнче 200 метр пысăк вольтлă линине çĕнетсе йĕркеленĕ. Пишпÿлек ялĕнчи çур çĕр-тухăç микрорайонта 750 метр пĕчĕк вольтлă лини тунă. Çав районтах пурĕ 4,8 километр тăршшĕ электролини тунă. Пишпÿлекри Чапаев урамĕнчи электролинине çĕнетсе юсаса пĕтереççĕ. Çÿлерех асăннă ĕçсене инвестици программи тата капиталлă юсав планĕ тăрăх пурнăçланă.

Çултан çул электричествăпа тивĕçтерессинче электрооборудовани сахалрах ванать. Çакă электричество сечĕсене кашни çул çĕнетсе тăнин, кивелнĕ линисене сÿтнин кăтартăвĕ. Пирĕн коллективра 18 çын тăрăшать, вĕсен шутĕнче электромонтаж лаптăкĕн мастерĕ Алексей Денисов, Валерий Яковлев, Сергей Федоров, Александр Павлов, Алим Кинжибаев, Хамит Мингазов, Дмитрий Таймасов электромонтерсем.

Владимир СМОЛОВ çырса илнĕ.
Читайте нас: