Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Июлӗн 2019, 09:40

Путин Раççей рапирисчĕсене ылтăн медальпе саламланă

РФ президенчĕ Владимир Путин рапирăсемпе çапăçакан Раççей сборнăйĕн хĕрарăмсен командине Будапештра иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ ятпа саламланă.

Телеграммăна Кремлĕн сайтĕнче вырнаçтарнă.

Раççĕй сборнăйĕн рапирисчĕсем финалта Итали командине 43:42 шутпа çĕнтернĕ. Татса паракан матчра Раççей командин йышне Инна Дериглазова, Аделина Загидуллина, Анастасия Иванова хутшăннă. Финалта запасра пулнă Лариса Коробейникова та ылтăн медаль илнĕ.

«Хăвăрăн çĕнтерĕвĕрпе эсир 2019 çулхи тĕнче чемпионатĕнче пирĕн сборнăйĕн çитĕнĕвĕсене йышлатрăр. Хăвăра çирĕп, пĕтĕçÿллĕ, лайăх хатĕрленнĕ команда пулнине кăтартса патăр», — тенĕ телеграммăра.

РФ пуçлăхĕ тренерсен пысăк ĕçне те палăртса хăварнă, шăпах вĕсем çакăн пек авторитетлă ăмăртусене хутшăнма тата палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ.

Фехтованипе тĕнче чемпионачĕ Будапештра июлĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 23-мĕшĕччен пынă тата 2020 çулта Токио хулинче иртекен Олимп вăййисене хутшăнма валли суйлав тапхăрĕсенчен пĕри пулса тăрать.


#ВладимирПутин

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан;
Читайте нас: