Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
25 Июлӗн 2019, 09:21

Путин шкулсенче тетрадьсемпе сахалтарах усă курма хушнă

Раççей президенчĕ Владимир Путин шкулсенче вĕренÿ процесĕнче тетрадьсемпе сахалтарах усă курма пуçласси пирки ĕçлеме хушнă.

Шайлашуллă хушăвăн текстне Кремлĕн официаллă сайтĕнче пичетленĕ.

Раççей лидерĕн сăмахĕсем тăрăх «Цифрăллă вĕрентÿ тавралăхĕ» проект йĕркипе вĕрентÿ процесне çĕнĕ технологисем кĕртнипе Раççейре уроксенче вĕренекенсем тетрадьсемпе сахалтарах усă курма майĕпен тытăнмалла.

Проект тăрăх 2024 çул тĕлне пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацисен 25 проценчĕ çĕнĕ информаци технологисемпе усă курмалла. Çĕршывăн мĕнпур шкулĕсем Интернет уçлăхĕнче ĕçлемелле, çавăн пекех цифрăллă вĕрентĕвĕн центрĕсен сетьне йĕркелемелле.

Вĕренекенсене пособисемпе тата шкул тетрачĕсемпе тивĕçтернин шайне анализ туни пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă тата патшалăх начар пурăнакансене адреслă социаллă пулăшу парать тенĕ.

#ВладимирПутин

#национальныепроекты;

#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан
Читайте нас: