Çутă çул
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
26 Июлӗн 2019, 09:23

ШОС ТАТА БРИКС САММИЧĔСЕМ ЧЕЛЯБИНСК ТАТА САНКТ-ПЕТЕРБУРГ ХУЛИСЕНЧЕ ИРТĔÇ

Çитес çулта ШОС тата БРИКС саммичĕсене хăш хулара ирттерессипе çыхăннă ыйтусене Владимир Путин Магнитогорскри ĕçлĕ визит вăхăтĕнче Челябинск облаçĕн пуçлăхĕпе Алексей Текслерпа сÿтсе явнă.

Çĕршыв пуçлăхĕ тĕнче шайĕнчи форума хутшăнакансен йышĕ ÿснине палăртнă. Çавăнпа 2020 çулта асăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерме икĕ лапам уйăрмалла.

- Хутшăнакансен йышĕ ÿснипе мероприятисене икĕ хулара ирттермелле пулĕ. Пĕр енчен‚ мероприятисем нумай‚ темиçе теçетке. Тепĕр енчен‚ хулана хатĕрлеме уйăрса панă федераллă ресурссене сыхласа хăварăпăр. Ресурссемпе хулана аталантарас ĕçре усă курăпăр‚ – пĕлтернĕ Раççей Президенчĕ.

Челябинск хулинче пурĕ 30 ытла мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсене ШОС тата БРИКС çĕршывĕсен делегачĕсем хутшăнĕç. Кунта спорт ăмăртăвĕсем‚ отрасль форумĕсем тата культура сферинчи пулăмсем иртĕç. Алексей Текслер палăртнă тăрăх‚ мероприятисем хăнасемшĕн çеç мар‚ вырăнта пурăнакан халăхшăн та интереслĕ пулмалла. Регион пуçлăхĕ хатĕрленÿ тапхăрĕ тулли тата уйăрнă укçа-тенкĕ калăпăшне пăхăнса пурнăçланассине пĕлтернĕ.


Читайте нас: