Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
26 Июлӗн 2019, 17:10

ÇУР ÇУЛХИ ĔÇ-ХĔЛЕ ПĔТĔМЛЕТНĔ

Раççей Шалти ĕçсен министерствин Пишпÿлек районĕнчи уйрăмĕнче 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх канашлу иртнĕ.

Мероприятине район администраци пуçлăхĕ Н.Г. Гатауллин, Пушкăртстан Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин ГСУ начальникĕ юстици подполковникĕ В.А. Фатхудинов, Пишпÿлек районĕн прокурорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан 1 класлă юрист П.Ю. Цынаев, Пишпÿлекри районсем хушшинчи судăн судьи Т.Х. Шамратов, Пишпÿлек районĕнчи суд участокĕн миравай судьи В.М. Каюмов, уйрăмăн личнăй йышĕ хутшăннă.

Канашлăва Раççей Шалти ĕçсен министерствин Пишпÿлек районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ полици подполковникĕ А.Ф. Хазиев уçнă. Вăл районти оперативлă лару-тăрăвĕ регистрациленĕ преступленисен пĕтĕмĕшле шучĕ чакнипе сăнланнине палăртнă. Пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан преступленисене уçса парасси 6,8 процента ÿснĕ тата 91,8 процентпа танлашнă. Çак тапхăр хушшинче район территоринче «Пассажирсене легаллă мар турттарни», «Выльăх-чĕрлĕх», «Экологи», «Алкоголь», «Çул çитмен ачасем – çулла», «Мак» тата ытти оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ. Азат Фаритович право сыхлакан органсем обществăлла организацисемпе пĕрле ĕçлени пĕлтерĕшлĕ пулнине асăрханă.

Администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин шалти ĕçсен органĕсенче ĕçлекенсене район халăхĕпе хăнисене хăрушлăхсăрпа тивĕçтернĕшĕн тав тунă.

Пишпÿлекри районсем хушшинчи судăн судьи Тимур Шамратов çул-йĕр çинчи инкеклĕ ĕçсем пирки материал пухнине йĕркелессине тата транспорт хатĕрĕсемпе ÿсĕр çÿренине тимленĕ.

Пишпÿлек районĕнчи суд участокĕн миравай судьи Вилор Каюмов административлă тĕпчевсен срокне пăхăннине, административлă право йĕркине пăсни çинчен ĕçсене миравай судьясене пăхса тухма памалли процесс срокĕсене пăхăнни çинче чарăнса тăнă.

Район прокурорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Павел Цынаев вăрман хуçалăхĕн сферинчи преступленисене уçса панине, уйрăмах йывăçсене закона пăсса каснине тимленĕ.

Раççей Шалти ĕçсен министерствин Пишпÿлек районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ личнăй йышне хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн тав тунă, иккĕмĕш çур çула тăратнă енсене пĕлтернĕ. Тĕп çул-йĕр — кадр потенциалне тĕреклетесси, общество шанăçне çĕнсе илесси, служба дисциплинипе законлăха çирĕплетесси.

Лидия ЧЕРНЫШОВА.
Читайте нас: