Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
26 Июлӗн 2019, 09:26

ВЛАДИМИР ПУТИН ПУШАРТА АЧИСЕНЕ ÇУХАТНĂ АШШĔ-АМĂШНЕ ÇУХАТУ ХУЙХИНЕ ПАЙЛАНИНЕ ПĔЛТЕРНĔ

Раççей президенчĕ Хабаровскри палатка лагерĕнчи пушарта ачисем вилнĕ тата суранланнă çемьесене хурланнине пĕлтернĕ.

Пушар июлĕн 22-мĕшĕнчи 23-мĕшнехи çĕрле пуçланнă. Вăл вăхăтра палаткăсенче икĕ пине яхăн ача мирлĕ çывăрнă. Пушар çул çитмен ачасемпе вожатăйсене кĕтмен çĕртен вăратнă. Следстви комитечĕн даннăйĕсем тăрăх лагерьте эвакуци планне пăхса хăварман пулнă. Предписани тăрăх дирекци закона пăснине августăн 1-мĕшĕччен тÿрлетмелле. Вут-çулăмра 11 çулхи хĕр ача вилнĕ, каярахпа тата тепĕр виçĕ ача ÿт çинче пĕçертнĕ вырăнсем нумай пулнине пула реанимацинче вилнĕ. Угарлă газпа икĕ ача наркăмăшланнă, вĕсем больницăра.

Суранланнисен пĕтĕмĕшле шучĕ 12 çынпа танлашнă: çитĕннĕ пилĕк çын тата çичĕ ача. Пĕр ăнлантару тăрăх пушар тухса кайнин сăлтавĕ электричество ăшăткăчĕ пулнă, унпа юнашар ачасем япалисене типĕтнĕ.

Владимир Путин вилнисен тăванĕсене хурланнине пĕлтернĕ тата суранланнисене часрах сывалма суннă. Çавăн пекех патшалăх пуçлăхĕ инкек пирки следстви комитетĕнчен доклад кĕтнине пĕлтернĕ. Хальхи вăхăтра лагерь дирекцийĕ тата надзор органĕсен тĕлĕшпе темиçе уголовлă ĕç хускатнă. Правительство указĕпе çĕршывра палатка лагерĕсене çирĕпрех тĕрĕслеме тытăннă.

Читайте нас: