«Пирĕн Çарпа тинĕс флочĕ çĕршывăн тата наци интересĕсен хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтерет тата кирек мĕнле агрессора та тивĕçлĕ хурав пама пултарать», — тенĕ Путин Çарпа тинĕс флотне чысланă парадра.
Унăн сăмахĕсем тăрăх, хĕç-пашалăн уникаллĕ тĕслĕхĕсем тата моряксен профессионализмĕ хăрушсăрлăх гарантийĕ пулса тăрать.
«Анчах кунта чи пĕлтерĕшли — флот экипажĕсен паттăрлăхĕ тата пултарулăхĕ. Андреев ялавне шанчăклă пулни тата Тăван çĕршыва парăнни вĕсемшĕн уйрăм парăм пулса тăрать. Йывăр тĕрĕслевсем вăхăтĕнче хăйсен карапĕшĕн, хăйсен халăхĕшĕн тата çĕршывĕшĕн пурнăçне пама хатĕр», — палăртнă аслă главнокомандующи.