Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Июлӗн 2019, 17:53

ПУШКĂРТСТАНРА 3,5 ПИН ЫТЛА ÇУЛ ПАЛЛИНЕ ЫЛМАШТАРНĂ

«Хăрушсăр тата паха автомобиль çулĕсем» наци проекчĕсене пурнăçа кĕртмелли йĕркепе Пушкăртстан Республикинче 150 объектра ĕç пырать.

Çул-йĕр правилисене пăснине сăнакан видеопа сăн ÿкерчĕк стационар камерисен шутне 527 единица çитерме, виçепе калăпăш контролĕн виçĕ пунктне уçма планлаççĕ. Кунсăр пуçне çул-йĕр ĕçченĕсем çĕр пин кубла метр çĕнĕ асфальт сарма, бордюрсене улăштарма, çуран çÿренсен урам урлă каçмалли вырăнĕсене тирпейлеме, çул паллисене çĕнетме планлаççĕ.

Проект йĕркипе 600 ытла çĕнĕ çул палли ылмаштарĕç тата лартĕç.

2019 çулхи 6 уйăх хушшинче регионпа муниципалитетсем хушшинчи çулсем çинче 3737 çул паллине ылмаштарнă, 2343 паллă лартнă.

ПР «Çул-йĕр хуçалăхĕн управленийĕ» патшалăх хысна учрежденинче çул паллисем лартма 1,5 пине яхăн килĕшÿ алă пуснă. Çулталăк вĕçĕччен ĕçсен çак тĕсĕ тĕлĕшпе тата тепĕр 600 яхăн килĕшÿ тăвĕç.

Çак ĕçсем транспорт çăмăллăхĕсен пахалăхне ÿстерессе тата çул-йĕр çинче транспортпа пулакан инкексен шутне чакарнă шутпа пин пурнăç çăлса хăварасса шанаççĕ.
Читайте нас: