Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
29 Июлӗн 2019, 09:17

ПУТИН СЫВЛĂХ СЫХЛАВĔН ПУÇЛАМĂШ ЗВЕНИНЧИ ЛАРУ-ТĂРУ ПИРКИ ПĂШĂРХАНАТЬ

РФ президенчĕ Владимир Путин сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенинчи лару-тăру пирки пăшăрханать тата вице-премьера Татьяна Голикована ăна аталантарма валли сĕнÿсем хатĕрлеме хушнă.

«ФАПсем, амбулаторисем, куçса çÿрекен мобиллĕ медицина центрĕсем тунине пăхмасăр, мана сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звени хумхантарать», — тенĕ Путин вице-премьерпа тĕл пулсан.

Унăн сăмахĕсем тăрăх медицина ĕçченĕсене ĕç укçин çителĕксĕр шайĕ пăшăрхантарать.

Голикован сăмахĕсем тăрăх, пуçламăш звенона модернизацилемелли сĕнÿсем чи малтан çынна, тухтăра, ялпа пĕчĕк хуласенче ĕçлекен медицина ĕçченне тивмелле. Вăл пуçламăш звенора тухтăрсем çитменнине, тухтăрсем пуçламăш звенори ĕç вырăнне пĕчĕк ĕç укçине, пĕчĕк база окладне пула пăрахса кайнине, час-часах квалификаци ÿсĕмне иртейменнине пĕлтернĕ.

Президент пуçламăш звено аталанăвĕсĕр «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пулманнине çирĕп шанать. Унан шучĕпе специалистсене пуçламăш звенона явăçтарас тесен вĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтермелле.

Голикова халăх пуçламăш звено ĕçченĕсен ĕçĕпе кăмăлсăр пулнипе килĕшнĕ, мĕншĕн тесен çынсен ытларах пайĕ чи малтан пуçламăш звено ĕçченĕсем патне каять.

Вице-премьерăн сăмахĕсем тăрăх паянхи кун тĕлне çĕршыври поликлиникăсен 2,5 пин хуралтине тĕпрен юсамалла. Кунсăр пуçне, чылай регионта медицина учрежденийĕсем граждансене пĕр вырăнта диспансеризаци иртме май параймаççĕ, çав поликлиникăсенче оборудованисен пĕр пайне улăштармалла.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: