Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
30 Июлӗн 2019, 09:24

АЧА ÇУРАЛНĂШĂН ПАРАКАН ПОСОБИНЕ 3 ÇУЛЧЧЕН ТŸЛЕМЕ СĔНЕÇÇĔ

РФ Патшалăх Думин пленарлă ларăвĕнче «Ачаллă çемьесене уйăхсерен парăнакан тÿлев» федераллă закона çĕнĕлĕх кĕртнĕ.

Çĕнĕ закон проектне Раççей Президенчĕ Владимир Путин сĕнĕвĕпе Ĕç министерстви хатĕрленĕ.

Асăннă закон проекчĕ тăрăх, 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çемьере пĕрремĕш (усрава илнĕ) е иккĕмĕш ача çуралсан‚ вĕсем пурăнмалли укçа-тенкĕн пĕчĕк шайĕ 2 хут сахалрах пулсан çеç (хальхи вăхăтра 1,5 хут) уйăхсерен парăнакан укçана илме пултараççĕ.

Çакă малашне тÿлевсене илме пултаракан çемьесен шутне ÿстерĕ. Сăмахран‚ пĕрремĕш ача çуралнă çемьесен шучĕ 45-46 процентран пуçласа 70% çити ÿсме пултарать. Урăхла каласан‚ пĕрремĕш ача çуралнă çемьесен 70% патшалăх пулăшăвне илĕç.

Унсăр пуçне уйăхсерен çулталăк çурăччен парăнакан укçана виçĕ çула çитиччен тăсĕç.

Пĕрремĕш ача çуралсан уйăхсерен парăнакан тÿлеве тата иккĕмĕш ачашăн ача амăшĕн капиталĕнчен уйăхсерен тÿленекен укçана 2018 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн çут тĕнчене килнĕ ачасен çемйисем çеç тивĕçеççĕ.

Уйăхсерен тÿлĕнекен укçа - «Демографи» наци проекчĕн «Çемьесене ача çуралсан укçа-тенкĕ енчен пулăшу парасси» федераллă проектăн мероприятийĕсенчен пĕри. Унăн тĕллевĕ – 2024 çул тĕлне çуралнисен коэффициентне 1‚7 çити ÿстересси.
Читайте нас: