Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
30 Июлӗн 2019, 14:18

Раççейре пурăнакансене августăн 1-мĕшĕнчен мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ?

2019 çулхи çуллан юлашки уйăхĕн 1-мĕш числи Раççей çыннисемшĕн черетлĕ улшăнусем хатĕрлет.

Августăн 1-мĕшĕнчен ĕçлекен пенсионерсен пенсийĕ 244 тенке ÿсет. Пухăннă пенси балĕсене кура пенсине çĕнĕрен шутлаççĕ. Çакăн валли хушма ĕç стажĕн вăрăмăшне, ĕç укçин виçине шута илеççĕ.
Августăн 1-мĕшĕнчен пай харпăрлăхĕн участникĕсем куçман пурлăха туртса илессипе çыхăннă хăш-пĕр килĕшÿсене нотариусран çирĕплетÿ документне илмесĕр ахаль формăпа алăран çырса тума пултараççĕ.
Августăн 1-мĕшĕнчен ипотека каникулĕсем илес тесен Куçман пурлăхăн пĕрлехи патшалăх реестрне (ЕГРЛ) улшăнусем кĕртме патшалăх пошлинине тÿлемелле пулмасть (паянхи кун вăл 200 тенкĕ).
Çурт-йĕрпе коммуналлă çăмăллăхсене тÿлемелли квитанцисенче çĕнĕ пункт пулать — куçман пурлăха чрезвычайлă лару-тăрусенчен страхласси.
Августăн 4-мĕшĕнчен туяннă машинăна производитель е официаллă дилерăн салонĕнче регистрацине тăратма пулать.
Августăн 4-мĕшĕнчен автомобиль номерĕсен сас паллисемпе цифрăсен майлашăвне ГИБДДра палăртаççĕ, номер паллисене аккредитациленĕ уйрăм компанисем туса кăларĕç.
Августăн 19-мĕшĕнчен çĕршыва 5 килограмран ытлашши мар улма-çырла е пахчаçимĕç тата виçĕ чечек çыххи кăна илсе кĕме юрать.
Августăн 21-мĕшĕнчен алкоголь шĕвекĕсем упранакан складсем тĕлĕшпе çирĕпрех ыйтма тытăнаççĕ. Çакна евĕр хуралтăсене служба тата хушма пÿлĕмсенчен капиталлă стенасемпе уйăрмалла тата складра сывлăш температурипе нÿрĕклĕхне виçекен прибор пулмалла.
News.ru.
Читайте нас: