Калаçăва Хÿтĕлев министрĕ Сергей Шойгу, Хÿтĕлев министерствин пуçлăхĕн çумĕ — Хĕç-пăшаллă Вăйсен тĕп çарпа политика управленин начальникĕ Андрей Картаполов, Çарпа Тинĕс флочĕн тĕп командующийĕ Николай Евменов, Хÿтĕлев министерствин тарăн шывлă тĕпчевсен тĕп управленин начальникĕ Алексей Буриличев хутшăннă.
Июль уйăхĕнче Раççей территори шывĕсенче Тĕнче тинĕсĕн тĕпне тата шыв уçлăхне тĕпчеме валли ятарланă наукăпа тĕпчев тарăн шывлă аппарат çинче пушар тухнă. Командăн хастар ĕçĕсене пула пушара сÿнтерме пултарнă, анчах 14 моряк-подводник пуçне паттăрла хунă. Президент офицерсене вилнĕ хыççăн наградăласси çинчен Указа алă пуснă.