Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
31 Июлӗн 2019, 09:18

КОНКУРЕНЦИНЕ АТАЛАНТАРАССИ ÇИНЧЕН МАНМАЛЛА МАР

Федераллă антимонополи службин ертÿçи Игорь Артемьев РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа тĕл пулнă май, наци проекчĕсене пурнăçланă чухне конкуренцине аталантарасси çинчен манмалла марри çинчен сăмах хускатнă.

Çак пĕлтерĕшлĕ асăрхаттарупа çĕршыв ертÿçи те килĕшнĕ.

- Май уйăхĕнче йышăннă указсем наци проекчĕсемпе çыхăннă, анчах та унта конкуренцине аталантарасси çинчен калакан указ пирки пĕр сăмах та каламан, тĕллевсене пурнăçа кĕртнĕ чухне шута илмен. Çавăнпа та вĕсене пĕрлештермелле, - тенĕ ФАС ертÿçи.

Владимир Путин хăй енчен çак шухăшпа килĕшсе, конкуренцине аталантармасан хаксем ÿсесси патне илсе çитерессине палăртнă.

Çавăн пекех Игорь Артемьев РФ Правительствин председателĕ маларах ФАС ĕçченĕсене наци проекчĕсене пурнăçлакан комитетсене кĕртни çинчен пĕлтернĕ.

- Эпир наци проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ чухне сирĕн конкуренцине аталантармалли çинчен калакан указа аса илтеретпĕр. Мĕншĕн тесен халăх ырлăхĕшĕн объектсем хăпартни çеç çителексĕр, вĕсем конкурентлă лару-тăрура аталанмалла та. Çавăн чухне çеç хаксем ÿсмĕç, монополизм пулмĕ. Эпир шăпах çак енĕпе ĕçлемелле. Çакна правительство шайĕнче ăнланни сисĕнет. Çавăнпа та сире май çитнĕ таран витĕм кÿме, пулăшма ыйтасшăн, - сĕнÿ панă ФАС ертÿçи президента.

- Сирĕнпе килĕшетĕп, ку питĕ кирлĕ,- пулнă В.Путин хуравĕ.
Читайте нас: