Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
31 Июлӗн 2019, 14:48

Пĕтĕм тĕнчери туслăх кунне палăртнă

2019 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче Пишпÿлекре Пĕтĕм тĕнчери туслăх кунне палăртнă.

2019 çулхи июлĕн 30-мĕшĕнче Раççейре Пĕтĕм тĕнчери туслăх кунне палăртаççĕ. Туслăх кунĕ вăл — çынсем хушшинчи çыхăнăва тĕреклетме тĕлленĕ уяв. Кунсăр пуçне çак кун халăхсем, çĕршывсемпе патшалăхсем хушшинчи туслăха та уявлаççĕ. Кирек хăш халăхпа та туслă пулни, унăн уйрăмлăхĕсемпе йăли-йĕркисене хисеплени пĕлтерĕшлĕ.

Çак кун пĕр пĕрне саламлама, тус-юлташсемпе пĕлĕшсене уйрăм тимлеме йалана кĕнĕ. Пишпÿлек районĕ те çак куна палăртнă. «Вектор» çамрăксен центрĕн ĕçченĕсем Туслăх кунне чысланă савăнăçлă мероприяти йĕркеленĕ. Ачасемпе калаçу ирттернĕ, вĕсем тĕрлĕ тĕслĕ хутран касса кăларнă ал тупанĕсенчен туслăх йывăççине тунă. Вĕсем çине туслăх вĕсен ăнланăвĕнче мĕне пĕлтернине çырса палăртнă.

Туслăх вăйлă та çирĕп пултăр, ăна вăхăт та, инçĕш те ан хуçайтăр!
Читайте нас: