Çутă çул
+30 °С
Облачно
Общество
31 Июля 2019, 12:00

Пушкăртстанра эрне хушшинче çул-йĕр правилисене пăснă 45 пин самант палăртнă

Пушкăртстанра иртнĕ эрне хушшинче сăн ÿкерчĕкпе видеосăнав камерисем çул-йĕр правилисене пăснă 45 пин самант регистрациленĕ, пĕлтернĕ Пушкăртстан Республикинчи транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн патшалăх комитечĕ.

Вĕсенчен1 пинĕ — автомашинăсене тăратмалли правилăсене пăсна самантсем. Виçе контролĕн пункчĕсем эрне тăршшĕнче çăк турттаракан 2,9 пин машинăна тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 23-не ытларах тиенĕ пулнă. Машинăсен хуçисен штраф тÿлеме тивет.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас