Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
31 Июлӗн 2019, 18:05

Пушкăртстанра пурăнакансене ут спорчĕн I республика фестивальне йыхравлаççĕ

Августăн 17-мĕшĕнче «Акбузат» Уфари ипподром çинче ачасемпе çитĕннисем валли ут спорчĕпе Пĕрремĕш республика фестивалĕ иртет.

Регионти Ял хуçалăх министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, уяв программинче фестивале хутшăнакансен тата ут спорчĕн ветеранĕсен парачĕ, лашасен ăрачĕсемпе паллашасси, кăтартуллă ут выступленийĕсем, юлан ут ăмăртăвĕсем, понипе фигурăллă ярăнни, ăсталăх класĕсем, Иппотерапи центрĕн презентацийĕ пулаççĕ.

Фестиваль вăхăтĕнче хăнасем пурте шоу варринче — ана çинче пулаççĕ. Лаша хăйне кăна мар, çынна та сыватма пултарать. Унпа юнашар кĕске вăхăт пулни те çыннăн кăмăл-туйăмне лайăхлатать.

Тÿлевсĕр кĕртеççĕ.

Галина БАХШИЕВА.
Читайте нас: