Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
31 Июлӗн 2019, 14:19

Пушкăртстанри Зилаир районĕнче вăрман пушарĕ алхасать

Пушкăртстанăн Зилаир районĕнче Юлдыбай участок вăрман хуçалăхĕнче малтанхи кун асăрханă вăрман пушарĕн лаптăкĕ 15 гектартан 76 гектара сарăлнă.

Регионти Вăрман хуçалăхĕн министерствин пресс-службинче пĕлтернĕ тăрăх, малтан анасем çунма пуçланă, унтан вут-хĕм вăрман фончĕ çине куçнă.

Пысăк пушара сÿнтерме 70 çын тата 25 техника хутшăнать. Вут-çулăма хирĕç кĕрешме вăрманпа пушар йĕркелĕвĕсене, вăрман лаптăкĕсене тара илнисен вăйĕпе хатĕрĕсене, вырăнти халăха явăçтарнă.

Вăрман пушарĕ тухма пултарас хăрушлăх тухса тăрсан Пушкăртстан Вăрман хуçалăхĕн çумĕнчи регион диспетчер службине (347) 218-14-14 номерпа (талăкĕпе) е 8-800-100-94-00 Вăрман сыхлавĕн пĕрлехи федераллă номерĕпе шăнкăравламалла.

Галина БАХШИЕВА.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: