Çутă çул
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
31 Июлӗн 2019, 09:40

ПУТИН ЧĂН ДИСПАНСЕРИЗАЦИ ИРТМЕ ЙЫХРАВЛАНĂ

Диспансеризаци чăн пулмалла, тесе шутлать Раççей президенчĕ Владимир Путин.

Унăн самахĕсене цитатăлать Кремлĕн пресс-служби.

Патшалăх пуçлăхĕ Сахалин облаçĕн губернаторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Валерий Лимаренкопа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Ыттисен шутĕнче вĕсем регионти сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă. Лимаренко областьре пурнăç вăрăмăшĕ çĕршыври вăтам кăтартуран пĕчĕкрех (70 çултан кăшт нумайрах) пулнине палăртнă, онкологи чирĕсенчен çынсем вилнин статистики чи начаррисенчен пĕри.

«Эпир çакна çынсен сывлăхне тĕрĕслеменнипе çыхăнтаратпăр», — пĕлтернĕ чиновник. Çак сăлтавпа регионта 100 процентлă диспансеризаци ирттерме решени йышăннă. Çакна пурнăçлама пысăк технологиллĕ куçса çÿрекен 25 комплекс пулăшмалла. Кашни района икшер çакăн пек автомобиль килмелле, кунне 100 çыннăн сывлăхне тĕрĕслемелле.

«Эсир диспансеризаци чăн иртнине тĕрĕслесе тăрăр. Çынсене диспансеризаци иртме инçене ан хăвалаччăр, мĕншĕн тесен вĕсем ун пек пулсан каймаççĕ», — тенĕ Путин.

news.rambler.ru


#национальныепроекты;#нацпроекты;

#региональныепроекты;

#регпроекты;

#нацпроектыБашкортостан

#ВладимирПутин
Читайте нас: