Çутă çул
+24 °С
Облачно
Общество
19 Августа 2019, 04:22

АЧА ПĂХНĂШĂН ПАРАКАН ПОСОБИЕ ВИÇĔ ÇУЛЧЧЕН ТĂСĔÇ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин ашшĕпе амăшĕн таххучĕ икĕ пурăнмалли минимум шайне çитмен çемьесенчи пĕрремĕш е иккĕмĕш ачашăн паракан тÿлев виçине ÿстересси çинчен калакан саккуна çирĕплетнĕ.

Унпа килĕшÿллĕн, пĕрремĕш е иккĕмĕш ача çуралсан паракан пособи виçине регионта йышăннă пурăнмалли минимум шайĕнчен пĕрре çурă, икĕ хут ытларах ÿстерме палăртнă.

Тепĕр çĕнĕлĕх - тÿлев илмелли заявление ача виçĕ çул тултариччен çырма юрать. Халĕ çак срок çулталăк çурăччен çеç пурнăçланать.

Асăннă саккун 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕрĕ.

Читайте нас