Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
19 Августӑн 2019, 16:33

Сентябрĕн 1-мĕшĕ вырсарникунпа тÿр килет. Ачасем шкула хăçан кайĕç?

Çуллахи каникулсем вĕçлениччен икĕ эрне тăрса юлчĕ.

Çавна пула ашшĕ-амĕшĕсемпе ачасен ыйту çуралать: «Шкула хăçан каймалла?», мĕншĕн тесен кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕ вырсарникун пулать. Пуринчен ытларах çак ыйту пĕрремĕш класа каяакан ачасен ашшĕ-амăшне пăшăрхантарать. Нивушлĕ вĕсен çакăн пек пĕлтерĕшлĕ датăна ирттерсе яма тивет?

Ака мĕнле хуравланă çак ыйтăва Пушкăртстан Республикин вĕрентÿ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Айбулат Хажин: «Кăçал Пĕлÿ кунне чысланă уявла линейкăсем сентябрĕн 2-мĕшĕнче иртĕç, мĕншĕн тесен сентябрĕн 1-мĕшĕ вырсарникунпа тÿр килет. Çавăнпа та эпир вĕрентÿ организацийĕсене уявла линейкăна эрнен пĕрремĕш ĕç кунĕнче ирттерме сĕнтепĕр».

Верентÿ министерствин пуçлăхĕ шкулсем ашшĕ-амăшĕпе калаçа татăлса тата пĕрремĕш класа каякансем валли линейкăна канмалли кун — вырсарникун ирттерме пултарнине палăртнă. Закон ун пек тума чармасть.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: