Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Августӑн 2019, 09:15

ПУШКĂРТСТАНРА ÇĔНĔ ÇУРТСЕН 80 ПРОЦЕНЧĔ ПАЯ КĔРЕКЕН СХЕМĂПА ХĂПАРТĂНАÇÇĔ

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕпе июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çурт лартакансем укçа-тенкĕ уйăрса паракан проектпа ĕçлеме тытăннă.

Пушкăртстанра паянхи кун 195 организаци 490 пурăнмалли объект хăпартаççĕ. 171 çурт хăпартакан объектсен 80% пая кĕрекен схемăпа пурнăçланаççĕ. Çакна республикăн Госстрой председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марат Ахмадуллин «Стротельство сехечĕ» ларăвĕнче пĕлтернĕ.

Çурт лартакансем кивĕ схемăпа июль уйăхĕн 1-мĕш хыççăн та ĕçлеме пултараççĕ. Анчах çакна та шута илмелле‚ объект 30 проценран кая мар хатĕр пулмалла тата çак çуртра 10% сахал мар тăваткал метр лаптăка сутлăха тăратмалла.

Укçа-тенкĕ уйăрса паракан проекта хутшăнма 36 заявка тăратнă. Пĕтĕмĕшле çĕршывĕпе çĕнĕ объект тăвакансен (девелопер) 7% çеç экроу счетсем уçнă.

Читайте нас: