Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
20 Августӑн 2019, 09:21

ТĔНЧЕ ШАЙĔНЧИ ОЛИМПИАДĂСЕНЧЕ ÇĔНТЕРНĔШĔН 1 МЛН ТЕНКĔ ТИВĔÇĔÇ

Раççей Президенчĕ Владимир Путин пĕлтернĕ тăрăх, пĕтĕм тĕнчери олимпиадăсенче çĕнтернĕ шкул ачисем 1 млн тенкĕ премие тивĕçĕç.

- Çитес çултан тĕнче шайĕнчи олимпиадăсенче пĕтĕмĕшле пĕлÿ предмечĕсемпе медальсем çĕнсе илнĕ вĕренекенсемпе çак командăсен тренерĕсем (ку таранччен ун пек пулман) президент премине тивĕçĕç. Чи çÿллĕ картлашкана çĕкленнисене 1 млн тенкĕ таран парĕç, - тенĕ çĕршыв пуçлăхĕ «Талант тата çитĕнÿ» попечительсен канашĕн фончĕн ларăвĕнче. Кĕмĕл медальшĕн 500 пин тенкĕ, пăхăршăн – 400 пин тенкĕ парĕç, - тенĕ патшалăх ертÿçи.

Çаплах Владимир Путин «Сириус» 2018 выпускникĕсем тĕнче шайĕнчи олимпиадăсенче 38 медальтен 33-шне çĕнсе илнине палăртнă.

Раççей лидерĕн сăмахĕсем тăрăх, 2020 çултан аслă вĕренÿ заведенийĕн уйрăмах палăрнă студентсемшĕн президент гранчĕн программине анлăлатма палăртнă.

Çаплах В. Путин «Сириусра» Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕнчи 4,3 пин педагог вĕренсе тухни çинчен пĕлтернĕ. Вĕсем пурте ачасен пултарулăхне тупса палăртакан пĕр системăна пĕрлешĕç.

- Эпир «Сириус» чăн-чăн çуталса тăракан çăлтăр пултăр тесе тăрăшатпăр, ун пек çăлтăрсем тата та ытларах пулччăр, - палăртнă çĕршыв пуçлăхĕ.

Читайте нас: