Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
21 Августӑн 2019, 12:39

«ПУШКАРТ КИЛ КАРТИЙĔСЕМ» ПРОГРАММА — ПИШПŸЛЕК ЯЛĔН КИЛ КАРТИЙĔСЕНЕ ТИРПЕЙЛЕТМЕ

Нумай пулмасть Пишпÿлек ялĕнчи Центральная урамри 8—16-мĕш çуртсенче пурăнакансемпе «Пушкăрт кил картийĕсем» регион программине хутшăнассине сÿтсе явнă.

Çынсен çурт-йĕре тытса тăрссипе чылай ыйту пухăннă. Вĕсенчен чи çивĕч ыйту вăл — пÿрт тăррине тĕпрен юсасси. Нумай хваттерлĕ çуртсене юсамалли плансемпе паллаштарнă тата йĕрке çинчен ăнлантарса панă. Çак çуртсенче пурăнакансем «Пушкăрт кил картийĕсем» программăна хутшăнма килĕшнĕ. Тепĕр тĕл пулăва сентябрь уйăхĕнче ирттерме шут тытнă. Çав вăхăт тĕлне объектсене вырнаçтармалли сметăпа план йĕркеленмелле.

Нумай хваттерлĕ çуртсен подъезчĕсенче пулса курнă: çынсем вĕсене юсаса тирпей-илем кĕртсе тăни савăнтарать.

Чкалов урамĕнчи çуртсене те тимлемелле. Унти çуртсенче пурăнакансене те программăна хутшăнма сĕннĕ.


Справка: «Пушкарт кил картийĕсем» программăна 2019—2024 çулсене пăхса хăварнă. Программăна пурнăçа кĕртмелли йĕркепе республикипе нумай хваттерлĕ çуртсен 3000 кил картине тирпей-илем кĕртме планланă. Программăна пурнăçлама кирлĕ укçа-тенкĕн 94 процентне республика бюджечĕ уйăрса парать, 5 процентне — муниципалитет, 1 процентне нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттерсен хуçисем хываççĕ. Программа çинчен тĕплĕнрех информаципе https://house.bashkortostan.ru/activity/14535/ ссылкăпа иртсе паллашма пулать.
Читайте нас: