Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Августӑн 2019, 09:34

ПУТИН АРХАНГЕЛЬСК ПАТĔНЧЕ РАДИОАКТИВЛĂ ХĂРУШЛĂХ ТУХСА ТĂМА ПУЛТАРНИНЕ ПĔЛТЕРЕТ

Северодвинск патĕнчи çар полигонĕнчи лару-тăрăва ирĕклĕ экспертсем контроле илнĕ, тесе пĕлтернĕ Владимир Путин Францинчи пресс-конференцинче.

Чикĕ леш енчи журналистсен «Ростатом» тĕрĕслевĕсем вăхăтĕнчи взрыва пула радиоактивлă хăрушлăх тухса тăма пултарасси çинчен президент çапла хуравланă:

— Енчен те эсир Северодвинск патĕнчи пулăм пирки ыйтатăр пулсан, унта нимĕнле хăрушлăх та çук, радиаци фонĕ ÿсме пултарас тĕлĕшпе те хăрушлăх тăмасть. Апла пулин те кĕтменлĕхсем пулмасса лару-тăрăва контрольте тытаççĕ.

Раççей пуçлăхĕн сăмахĕсем тăрăх, вăл граждан тата çар эксперчĕсенчен тăтăш пĕлтерÿсем илсе тăрать, пĕлтерет «Российская газета». Пĕлтерÿсем тăрăх пăхсан радиоактивлă фон улшăнман, хушса хунă Путин.

Полигонра взрыва пула вилнисене тата суранланнисене патшалăх награди пама йышăннă тенĕ Президент.

#ВладимирПутин
Читайте нас: