Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Августӑн 2019, 14:11

РАÇÇЕЙРЕ ТЕ ЭЛЕКТРОНЛĂ ПАСПОРТ ПУЛĔ

Раççейре хутран тунă паспортсене 2022 çулта пама чарăнĕç.

Вĕсене чиплă тата мобиллĕ приложенипе усă куракан пластик карточкăсемпе улăштарĕç.

Раççей çыннисене электронлă паспорт парас тĕлĕшпе пуçару (пилотный) проектне пурнăçлассипе çыхăннă ĕçсем 2020 çулта Мускавра вăй илĕç. Тепĕр икĕ çултан электронлă документсем йăлана кĕнĕ хут паспорта пăрахăçа кăларĕç.

Электронлă паспорт чиплă пластик карточка евĕр. Вăл Раççейре туса кăларнă компонентсенчен çеç тăрĕ тата хамăр çĕршыври программа системипе ĕçлĕ. Унсăр пуçне Раççейре шутласа кăларнă криптографи алгоритмĕсемпе усă курĕç.

- Хутран тунă паспортпа танлаштарсан çак тĕслĕхре хăрушсăрлăх тени пысăкрах пулĕ. Енчен те ăна çухатсан‚ çав вăхăтрах пÿлсе лартма (заблокировать) пулать‚ – ăнлантарнă правительствăн председатель çумĕ Максим Акимов.

Электронлă карточка-паспорт 10 çул хушши ĕçлĕ. Халĕ усă куракан хут паспорта хуçин кăмăлĕ пулсан электронлипе улăштарĕç.

Электронлă паспорт илес тесен патшалăх тÿлевĕ тумалла. Вăл хальхи пекех 300 тенкĕпе танлашать.

Карточкă çумне мĕнпур мобиллĕ платформăсем валли электронлă паспорт приложенийĕ туса кăларĕç.

- Çак çăмăл документа яланах хăвăрпа пĕрле илсе çÿремесен те юрать. Приложение кăтартсан та çителĕклĕ, – тенĕ Акимов.

Асăннă электронлă удостоверени «Цифрăллă экономика» программа тăрăх пурнăçланать. 2030 çултан хут паспортсем пачах пăрахăçланĕç

Читайте нас: