Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Августӑн 2019, 09:36

ШУРĂ ШУПАШКАРА – 550 ÇУЛ

Кăçалхи çул Чăваш Республикишĕн чăннипех паллă çул шутланать. Чăваш Енĕн тĕп хулине никĕсленĕренпе çак кунсенче 550 çул çитрĕ.

Паллă кунпа Шупашкар çыннисене Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламланă. Вăл хула темиçе ĕмĕр хушши Атăл тăрăхĕнчи экономикăпа культура центрĕ пулнине те палăртнă.

«Пирвайхи хут Шупашкар хулине 1469 çулхи летопиçсенче асăннă. Темиçе ĕмĕр хушши хула Атăл тăрăхĕнчи экономикăпа культура центрĕ‚ пысăк суту-илÿ порчĕ пулнă. Эсир чăннипех унăн историйĕн чаплă страницисемпе‚ темиçе ăрури ентешĕрсемпе‚ вĕсен хушшинче паллă литераторсемпе ăсчахсем‚ çар начальникĕсемпе космонавтсем‚ артистсемпе спортсменсем‚ мухтанма пултаратăр» тесе çырнă Кремль сайтĕнче вырнаçтарнă салам телеграмминче.

Патшалăх пуçлăхĕ шурă Шупашкар паян – пысăк‚ илемлĕ тата хальхи вăхăт ыйтакан хула‚ унта промышленноçпа наука‚ вĕрентÿ потенциалĕсем‚ социаллă тата транспорт инфраструктурисем аталаннине‚ пуян культурăпа чун-чĕре еткерлĕхĕ пулнине асăнса хăварнă.

- Вырăнти халăх нацисем хушшинчи килĕшĕве упрани‚ ĕçри тăрăшулăхĕпе пултарулăхне ÿстерни‚ унсăр пуçне Шупашкар çыннисем тăван хулине ‚ Чăваш Республикине тата пур Раççее аталантарма пулăшни савăнтарать‚ - тесе палăртнă Владимир Путин.

2020 çул та Чăваш Еншĕн пысăк пулăмсемпе пуян çул пулнине асăнса хăвармалла. Чăваш автономине йĕркеленĕренпе çитес çул пĕр ĕмĕр çитнине паллă тума хатĕрленеççĕ.

«Юбилей вăл халăхăмăрăн иртнĕ кун-çулне аса илме, пулас ăрусен интересĕсемшĕн татса памалли тĕллевсене палăртма хистекен лайăх мел шутланать. 550 çул хушшинче Шупашкар халăх пурăнакан пĕр пĕчĕк вырăнтан Атăлçин промышленноçпа культура, вĕренÿпе наука центрĕ пулса тăчĕ» тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче.

Пушкăртстан Республики Чăваш Енпе тачă çыхăну тытать. Çавăнпа пирĕн регионта пурăнакан турист ушкăнĕсем Шупашкар хули 550 çул тултарнине халалланă мероприятийĕсене те кайса курма тăрăшаççĕ‚ вĕсенче активлă хутшăнаççĕ.

#ВладимирПутин
Читайте нас: