Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Августӑн 2019, 09:19

АВТОМОБИЛЬСЕН НОМЕРĔСЕНЕ ИЛЕССИНЕ ÇĂМĂЛЛАТНĂ

Малашне Раççейре пурăнакансем автомобильсен регистраци номерĕсене машинăна туса кăларакансенчен хăйсенченех туянма пултарĕç.

Асăннă саккун 2020 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ, ăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин алă пусса çирĕплетнĕ.

Регистрацие патшалăх номерĕсене илнĕ чухне те, техникăна туса кăларакансенчен туяннă май та иртме май пур. Енчен те автомобиль туса кăларакан компанисем регистраци иртнĕ чухне йĕркене пăссан, вĕсене явап тыттарĕç.

Саккун тăрăх, транспорта хуçи хăй регистрацилемест пулсан (тепĕр çынна шансан), унăн паспортне кăтартмалла.

Июнь уйăхĕнче саккун проектне хатĕрлекен комисси автомобиле хуçи регистрациленнĕ регион номерне парассине ырланă. Урăхла каласан, хурçă ут хуçи хăш регионта пурăнать унтах регистраци иртмелле. Кирлĕ паллăна пурăнакан вырăнта та параççĕ, анчах автомобилĕн патшалăх номерĕпе хуçин прописки пĕр пек пулмалла.

#ВладимирПутин
Читайте нас: