Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
22 Августӑн 2019, 12:23

ПУШКĂРТСТАНРА 2025 ÇУЛ ТĔЛНЕ ЯЛСЕМПЕ КВАРТАЛСЕМ ПАТНЕ ПЫМАЛЛИ ВĔТ ЧУЛ САРМАН ÇУЛСЕМ ЮЛМАÇÇĔ

Пушкăртстанра кăçал вĕт чул сарнă пымалли çулсем тума тытăннă.

Республикăри 4,6 пин ялтан 317 ялăн «пысăк çулсем» патне пымалли çулсем çак вăхăтчен çук. Кашни район центрĕнче тата хулара çĕнĕ стройка патне илсе çитерекен çулсем кирлĕ. Проекта çичĕ çула палăртса хунă тата вăл 2025 çулта вĕçленмелле, тесе пĕлтернĕ правительствăри оперативлă канашлура Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн патшалăх комитечĕн ертÿçи Тимур Мухаметьянов.

3,5 пин çухрăм пымалли çулсем тата 7,8 пин çухрăм урамсем тума тивет. Муниципалитетсем çак тĕллевсем валли 8,7 млрд. тенкĕ илĕç, вĕсенчен Уфа хулине 4,2 млрд. тенкĕ тивет.

Кăçал 950 çухрăм çула сапмалла, 540 млн. тенкĕ субсиди уйăрса панă. Ĕçсене ноябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.

Пушкăртстан пуçлăхĕн ыйтăвне хуравласа Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн патшалăх комитечĕн ертÿçи 5 метр сарлакăш тата 15 сантиметр хулăнăш вырăнти карьерти вĕт чула сарнă пĕр километр тăршшĕ çул 500-600 пин тенке кайса ларать, енчен те материала туяннă пулсан — 1 млн. тенкĕ тесе пĕлтернĕ. Теп районсенче хăйсен запасĕ çук.

«Юристсене хушу — запассем çук районсен кÿршĕ районсенчен материала мĕнле майпа илмеллине шухăшласа тупма. Çакăн пек хаклă тÿлемелле мар, — хăйĕн администрацин ĕçченĕсене хушнă Радий Хабиров. — Муниципалитетсене хăйсене çул тума çул-йĕрпе строительство техникине уйăрса парса пуласси çинчен те шухăшламалла, пуçлăхсем шутланă тăрăх ун пек тусан пĕр километр çул 300-350 пин тенкĕ ларĕ. Çынсем çĕнĕ кварталсем патне пымалли çул тăвас ыйтăва яланах çĕклеççĕ. Район центрĕсем хастар аталанаççĕ, çынсем çурт лартма çĕр лаптăкĕсем туянаççĕ, вĕсене çул туса памалла», — тенĕ регион ертÿçи.

«Башинформ» ИА.
Читайте нас: