Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Августӑн 2019, 09:13

ВЛАДИМИР ПУТИН СПОРТКОМПЛЕКССЕМ АТАЛАНТАРМА СĔННĔ

Анапа хулинче иртнĕ оперативлă ларура РФ Президенчĕ Владимир Путин Хăрушсăрлăх Канашĕн (Совбезăн) яланхи членĕсемпе çĕршывра спорткомплекссем аталантарассипе çыхăннă ыйтăва сÿтсе явнă.

Ларăва РФ Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев‚ Федераци Канашĕн председателĕ Валентина Матвиенко‚ Патшалăх Думин председателĕ Вячеслав Володин‚ Хăрушсăрлăх Канашĕн секретарĕ Николай Патрушев‚ Ют çĕршывсемпе ĕçлекен министерство (МИД) пуçлăхĕ Сергей Лавров‚ Оборона министрĕ Сергей Шойгу‚ Шалти ĕçсен ведомствин пуçлăхĕ Владимир Колокольцев‚ ФСБ директорĕ Александр Ботников‚ СВР пуçлăхĕ Сергей Нарышкин тата Президент Администрацин пуçлăхĕ Антон Вайно хутшăннă.

- Çакăн евĕр проектсене пысăк тимлĕх уйăрмалла. Уйрăм пуçарусене пулăшу пама‚ Спорт министервисĕр пуçне‚ ведомствăсемпе правительствăна та сигнал яма ыйтатăп. Пирĕн çĕршывра физкультурăпа спорт аталантарас тесен çак ĕçе пурин те хутшăнмалла‚ – тесе пĕлтернĕ В. Путин.

Президент шухăшĕпе спорткомплекссем аталанни наци сывлăхĕшĕн кирлĕ. Вĕсем урлă пурнăç тăсăмне ÿстерме тата професси спортĕнче çитĕнÿсем тума пулать тесе ăнлантарнă çĕршыв пуçлăхĕ. Унсăр пуçне комплекссем пысăк спорт мероприятийĕсене ирттерме те кирлĕ.

- Спортăн тĕрлĕ енĕсенче пысăк çитĕнÿсем тума тăрăшмалла тата куракансене савăнтармалла‚ - палăртнă патшалăх пуçлăхĕ.

#ВладимирПутин
Читайте нас: