Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
23 Августӑн 2019, 17:33

«АБСОЛЮТ КАПИТАЛ» КОМПАНИН ПРЕДСТАВИТЕЛĔСЕМПЕ ТĔЛ ПУЛНĂ

«Предприниматель сехечĕ» йĕркипе Пишпÿлек районĕнче сахал хутлă нумай хваттерлĕ çуртсем тăвакан «Абсолют капитал» компанин представителĕсемпе тĕл пулу иртнĕ.

Пишпÿлек ялне çурт-йĕр кварталне тăвакан инвесторсене явăçтарас тĕллевпе тахçанах калаçусем ирттернĕ. Августăн 22-мĕшĕнче савăнăçлă ĕç пулса иртнĕ —нумай хваттерлĕ çĕнĕ çуртăн никĕсĕн пĕрремĕш блокне хунă. «Комфорт» çурт-йĕрĕн пĕрремĕш çуртне 2020 çулта кĕркунне туса пĕтермелле. Çĕнĕ çурт-йĕр комплексĕпе юнашар «Парус» спорт комплексĕ, ача-пăча пултарулăхĕн центрĕ, район тĕп больници, ача сачĕ, шкул вырнаçнă. Çĕнĕ çуртра çĕнĕ хваттер туянакансемшĕн çакă питĕ ункайлă. Çурт лартаканăн клиентсем кăмăл тусан хваттере сĕтел-пуканпа тивĕçтерме те пултарать.
Читайте нас: