Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Августӑн 2019, 14:20

БУРЗЯН РАЙОНĔНЧЕ ИКĔ ХĔВЕЛ ПОДСТАНЦИНЕ ТĂВАССИ ÇИНЧЕН КИЛĔШŸ АЛĂ ПУСНĂ

Июнĕн 6-мĕшĕнче Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Пушкăртстан Правительствипе «Хĕвел» компанисен ушкăнĕ пĕрле ĕçлесси çинчен килĕшÿ алă пуснă.

Документа республика пуçлăхĕ Радий Хабиров тата компанисен генеральнăй директорĕ Игорь Шахов алă пуснă.

Килĕшÿ Бурзян районĕнче 10 МВт хăватлă икĕ хĕвел подстанцине тăвассине пăхса хăварнă.

Хальхи вăхăтра муниципалитета тупиклă подстанциллĕ 100 çухрăм тăршшĕллĕ (Белорецк — Старосубхангулово) пĕр сăнчăрлă лини электричествăпа тивĕçтерет. 5-шер МВт хăватлă хĕвел электростанцийĕсене 4-шар МВт калăпăшлă энерги упрамалли системăсемпе тивĕçтерĕç. Аккумуляторсем станцине сетьпе пĕрле е автономлă ĕçлеме май парĕç. Çапла майпа хĕвел электростанцийĕсем пĕтĕм района электроэнергипе тивĕçтерсе тăрĕç, авари пулсан е юсав ĕçĕсем вăхăтĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене автономлă режимпа электричество парĕç.

Проекта 1млрд. тенкĕ укçа хывĕç. 2019 çул вĕçлениччен икĕ станцине те хута ярĕç.

Паянхи кун тĕлне компани Пушкăртстанра хĕвел электроэнерги облаçĕнче виçĕ инвестпроекта пурнăçа кĕртнĕ — Бурибайри СЭС (Хайбулла районĕ, 20 МВт), Бугульча СЭС (Куюргазă районĕ, 15 МВт), Исянгулти СЭС ( Зианчура районĕ, 9 МВт). Инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 5 млрд. тенкĕпе танлашнă.
Читайте нас: