Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
23 Августӑн 2019, 09:16

ПĔТĔМ РАÇÇЕЙРИ ТЕОРИПЕ ĔÇЛЕВ МЕХАНИКИН СЪЕЗЧĔ

Çак кунсенче Ĕпхÿре XII Пĕтĕм Раççейри теорипе ĕçлев механикин фундаменталлă ыйтусемпе çыхăннă съезд иртет.

Форума хутшăнакансене Раççей Президенчĕ Владимир Путин салам телеграмми янă. Унăн текстне Кремль сайтĕнче пичетлесе кăларнă.

«Съезд пултарулăх енчен тĕрлĕ енлĕ тата тухăçлă иртессе‚ унти сĕнÿсем çĕршыври авиаци‚ медицинăпа энергетика‚ хÿтĕлевпе промышленность комплексĕн вăй-хăватне çирĕплетессе шанатăп. Вĕсем тĕнчери технологи аталанăвĕн хăвăртлăхĕпе пĕр тан пынисĕр пуçне‚ ăна палăртма та пулăшĕç» тенĕ телеграммăра.

Раççейпе ытти çĕршывсен ăсчах-механикĕсен форумĕ, çак сферăра малта пыракан çитĕнÿсемпе паллашнă май, обществăра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Вăл специалистсене отрасльпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе явма та пулăшать тесе ăнлантарнă патшалăх пуçлăхĕ.

«Ĕнерхи ăславçăсен йăлисене малалла тăсса эсир хальхи вăхăтри механикăн задачисене шутлас ĕçе пысăк витĕм кÿретĕр. Механика – промышленноçпа хальхи вăхăтри технологисене мала кăларакан фундаменталлă наукăсенчен пĕри шутланать»‚ – пĕтĕмлетнĕ Владимир Путин.

Пушкăртстанăн тĕп хулинче съезд август уйăхĕн 24-мĕшĕччен пырĕ. Съездăн программине çамрăк ăсчах-механиксен IV Пĕтĕм Раççейри шкулăн пултарулăхĕпе паллаштарасси тата теорипе ĕçлев механикин Раççейри наци комитечĕн пĕтĕмĕшлĕ пухăвĕн сессийĕ кĕнĕ.

#ВладимирПутин
Читайте нас: