Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
23 Августӑн 2019, 17:08

РАÇÇЕЙ ЯЛАВĔ МĂНАÇЛĂН ВĔЛКĔШНĔ

Пишпÿлекри тĕп библиотека системин ĕçченĕсем августăн 22-мĕшĕнче — Раççей ялавĕн кунĕнче — ачасемпе пĕрле Пишпÿлек урамĕсем тăрах Раççей ялавне мăнаçлăн вĕлкĕштерсе утса тухнă.

Вĕсем çул çинче тĕл пулакансене виçĕ тĕслĕ лентасем валеçнĕ, хутран тунă салтак тÿмин çеçкин çулçисем çинче пурне те ырă сунса ăшă сăмахсем çырма ыйтнă. Вĕсенчен кайран вăрăм гирлянда тунă. Çапла майпа вĕсем «Раççей ялавĕ» патриот акцине йĕркеленĕ. 2019 çулта «Орел» парусник çинче çакăн пек виçĕ тĕслĕ ялав çĕкленĕренпе 350 çул пулнă.

Владимир СМОЛОВ.

Авторăн ĕçĕ.
Читайте нас: