Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
26 Августӑн 2019, 09:16

ПАЦИЕНТ ВИЛСЕН ТĂВАТĂ ÇУЛЛĂХА ИРĔКСĔР ХĂВАРĔÇ

Пациентсем патне кайма е чирлĕ çынна больницăна çитерме «Васкавлă пулăшу» машинине ирттерсе яман, медицина ĕçченĕсене хăйсен тивĕçне пурнăçлама чăрмантарнă водительсене явап тыттарассине хытарни çинчен калакан саккун вăя кĕнĕ.

Маларах мигалка тата саслă сигнал хускатнă «Васкавлă пулăшу» машинине ирттерсе яманшăн 500 тенкĕ штраф тÿлеттеретчĕç е виçĕ уйăха водитель прависĕр хăваратчĕç. Халĕ штраф виçи пилĕк пин таран ÿснĕ. Водитель прависене виçĕ уйăхран пуçласа çулталăкчен туртса илме пултараççĕ. Çавăн пекех РФ Уголовлă кодексне тепĕр норма кĕртнĕ. Унпа килĕшÿллĕн, медицина ĕçченĕсене хăйсен тивĕçне пурнăçлама чăрмантарнине пула пациент сывлăхне йывăр сиен кÿнĕшĕн икĕ çула ирĕксĕр хăварма, икĕ çулччен ирĕксĕрлесе ĕçлеттерме е 80 пин таран штраф тÿлеттерме пултараççĕ. Пациент вилсе кайнă хушăра тăватă çула тĕрмене хупĕç. Унăн сывлăхне сиен кÿмен пулсан, 4000-5000 пин тенкĕ штраф тÿлеттерĕç.

#ВладимирПутин

Читайте нас: