17 транспорт хатĕрĕ ачасене кашни кун турттарма хатĕр. Пилĕк шкул автобусĕ юсавра. Вĕсен пысăках мар асăрхаттарусем пур: çутă приборĕсене пăхмалла, темиçе хăрушсăрлăх чĕнĕн фиксаторĕсене юсамалла, васкавлă лару-тăрура чÿречесене пусса кăлармалли кантрасен ункисем çук. Çак юсавсăрлăхсене тÿрлетсе пĕтерсе автобуссем çĕнĕ вĕренÿ çулĕн пĕрремĕш шăнкăравăн уявла линейкине ачасене вăхăтла илсе çитерĕç.