Çутă çул
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
26 Августӑн 2019, 09:40

ВЛАДИМИР ПУТИН ÇАМРĂК УЧЕНĂЙСЕНЕ ÇУРТ-ЙĔРПЕ ТИВĔÇТЕРМЕЛЛИ МАЙСЕНЕ ПĂХСА ТУХМА ХУШНĂ

Владимир Путин РФ Правительствине çамрăк ученăйсене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли майсене ĕçлесе хатĕрлеме хушнă. Ельцин ячĕллĕ Уралти федераллă университет студенчĕсемпе тата аспиранчĕсемпе тĕл пулнă хыççăн президент çак хушăва панă, пĕлтернĕ Кремль сайтĕнче.

«Наукăсен кандидачĕсемпе докторĕсене — аслă пĕлĕвĕн вĕрентÿ организацийĕсен наукăпа педагогика çамрăк ĕçченĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтермелли майсене ĕçлесе хатĕрлемелле», — тенĕ документра. Президентăн хушăвне пурнăçлани çинчен пĕлтерĕве октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăратмалла.

Пушкăртстанра çамрăк ученăйсене перспективăллă наука ĕçĕсене явăçтарма валли «Наука» наци проекчĕн йĕркипе тĕнче шайĕнчи Наукăпа вĕрентÿ центрне тăваççĕ тата вузссем хушшинчи кампус тума планлаççĕ.

Федераллă бюджетра «Наука» наци проекчĕн «Наука тата наукăпа производство кооперацийĕн аталанăвĕ» федераллă проекта пурнăçа кĕртме валли 2019 çула 5, 022 млрд. тенкĕ, 2020 çула 11,429 млрд. тенкĕ, 2021 çула 7,115 млрд. тенкĕ пăхса хăварнă.
Читайте нас: