Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
27 Августӑн 2019, 09:20

Путина Раççей çыннисен тупăшĕ хуллен ÿсни пăшăрхантарать

Раççейре пурăнакансен чăн-чăн тупашĕсем питĕ хуллен ÿсеççĕ, çакă пăшăрхантарать, тенĕ Раççĕй президенчĕ Владимир Путин августăн 26-мĕшĕнче правительствăпа экономика ыйтăвĕсене сÿтсе явнă канашлура.

«Экономика аталанăвĕн хăвăртлăхĕ начар мар, анчах ăна тата та çирĕпрех, хăвăртрах аталанмалла тумалла», — пĕлтерет патшалăх пуçлăхĕн сăмахĕсене ТАСС агентство.

Президент ĕç укçине ÿстернине шута илсен те халăхăн чăн тупăшĕ хуллен ÿснине палăртнă. Пĕрремĕш çур çулта çĕршывăн ВВП 0,7 процента ÿснĕ, çичĕ уйăхра промышленнăй ÿсĕм 2,6 процентпа танлашнă, çав шутра ĕçлесе хатĕрлекен отрасльсенче — 2 процент.

Канашлăва президент администрацин ертÿçи Антон Вайно, президента пулăшакан Андрей Белоусов, пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Антон Силуанов, Экономика аталанăвĕн министерствин пуçлăхĕ Максим Орешкин, Тĕп банкăн пуçлăхĕ Эльвира Набиуллина хутшăннă.

Июль вĕçĕнче Росстат Раççейре пурăнмалли минимумран сахалрах тупăшлă 20 млн. ытла çын пулнине пĕлтернĕ. 2019 çулхи 1-мĕш кварталти çак кăтарту пĕлтĕрхи çав тапхăрпа танлаштарсан 13,9 процентран 14,3 процент таран ÿснĕ.

Читайте нас: