Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Августӑн 2019, 18:03

ЛИЛИЯ ГУМЕРОВА: ЭПИР КАШНИ АЧАНА ТĂВАН ÇЕМЙИНЕ СЫХЛАСА ХĂВАРМА ПУЛĂШМАЛЛА

Сенатор алкогольсĕр пурăнайман ашшĕ-амăшне комплекслă ертсе пымалли проекта пуçарса янă.

Наука, вĕрентÿ тата культура Федераци Совечĕн Комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Лилия Гумерова Уфара «Манăн çемье» проекта хускатса ямалли мероприяти ирттернĕ. Проект алкоголе ернĕ ашшĕ-амăшне комплекслă ертсе пырасси урлă социаллă тăлăхлăх профилактикине тĕлленĕ.

Лилия Гумерова кашни çул приюта лекекен пин çĕнĕ тăлăх ачасен 70 проценчĕ — «социаллă тăлăхсем» пулнине палăртнă. «Социаллă тăлăхлăхăн тĕп сăлтавĕ — алкоголизм. Çавна пула эпир кашни ачана тăван çемйине сыхласа хăварма пулăшма шут тытрăмăр», — тенĕ сенатор.

Проект ĕçкĕпе алхасакан ашшĕ-амăшне реабилитацилеме тĕлленĕ. Социаллă приюта лекнĕ ачасен ашшĕ-амăшне çийĕнчех пулăшу парĕç. Кăçал Пушкăртстан Республикин социаллă приючĕсем çакăн пек çемьесенчен 407 ача йышăннă.

Проект çемье пурăнакан вырăна çитсе ашшĕ-амăшне сипленме ÿкĕте кĕртессине, медицина реабилитацине пăхса хăварнă. Çемье службин специалисчĕсем кашни çемье тĕлĕшпе ертсе пымалли программа ĕçлесе хатĕрлĕç — ашшĕ-амăшне ĕçе вырнаçма пулăшĕç, ачасене ача садне, шкула вырнаçтарĕç, кружоксемпе секцисене çырĕç. Проекта пурнăçа ăнăçлă кĕртес тĕллевпе сывлăх сыхлав учрежденийĕсене, «Çемье» центрсене, опека органĕсене ятарласа вĕрентĕç.

«Çакă çăмăл ĕç мар. Эпир сиплев курсĕ тата социаллă реабилитаци иртнĕ хыççăн проекта хутшăннă çынсен 75 проценчĕ сываласса планлатпăр. Проекта муниципалитетсем, ял Совечĕсем, шкулсем, больницасем, кÿршĕсем, ашшĕ-амăшĕсем хăйсем хутшăнасса шанатпăр. Пĕрлехи ĕç-хĕлĕн результачĕ урă ашшĕ-амăшĕпе тăван çемйинче пурăнакан çăлса хăварнă çĕр пин ача пулĕ», — тенĕ сенатор.
Читайте нас: