Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Августӑн 2019, 09:27

«ПОЛИКЛИНИКĂСЕМ ВАЛЛИ УЙĂРНĂ УКÇА-ТЕНКĔПЕ ТĔРĔС УСĂ КУРМАЛЛА»

Раççейре сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне çĕнетме çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Унăн усси тухăçлă та витĕмлĕ пултăр тесен вĕсемпе пĕлсе тĕрĕс усă курмаллине палăртнă РФ президенчĕ Владимир Путин Кремльти канашлура.

- “Сывлăх сыхлав” наци проектне пурнăçлама уйăрнă цифрăсемпе ресурсем çинчен тепĕр хут астутаратăп. Вăл 1 триллион та 360 миллиард тенкĕпе танлашать. Икĕ программăна шута илсен сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине аталантарма 237‚5 миллиард тенкĕпе тивĕçтерĕç. Çакă сахал укçа-тенкĕ мар. Вĕсемпе тĕрĕс усă курсан тухăçне те курма пулать”‚ – тесе пĕтĕмлетнĕ çĕршыв пуçлăхĕ медицинăпа санитари пулăшăвĕн системине çĕнетессипе çыхăннă канашлура.

Унсăр пуçне РФ Президенчĕ сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкĕпе çыхăннă ыйтусем çĕршывра пурăнакансемшĕн чи çивĕч ыйтусем пулнине те палăртнă.

#ВладимирПутин

Читайте нас: