Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Августӑн 2019, 11:55

РЕСПУБЛИКĂРА ĂРКАЙ ФЕРМИ УÇĔÇ

ПР Аталану корпорацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, республикăра 3000 т чухлĕ пулă продукцийĕ илме май паракан ферма тăвĕç.

Пушкăртстанра ăркай (форель) ферми уçма планлаççĕ. Çĕнĕ ферма ПР апат-çимĕç рынокĕнчи вырăнти пулă çителĕксĕрлĕхĕн ыйтăвне татса пама пулăшмалла. Хальхи вăхăтра республикăна хамăр туса илнинчен 24 хут нумайрах пулă продукцийĕ турттарса килеççĕ.


Паянхи кун тĕлне инвестор Аскăн районĕнче пулă хуçалăхĕ тăвас енĕпе ĕçсене вĕçленĕ, хăшпĕр документсене туса пĕтермелли юлнă.


„Бельский рыбхоз” компани 3000 т таран вырăнти пулă продукцийĕ туса илĕ. Çаплах 100 яхăн ĕç вырăнĕ пулĕ. 2023 çул тĕлне инвестор искусственнăй пĕвесен сетьне тата Благовещенск хулинче ТОСЭР территорийĕнче сутлăх пулă ĕçлесе хатĕрлес енĕпе завод тума планлать. Республикăра пулă ĕрчетме юрăхлă 400 яхăн пĕве пур, вĕсенчен 10 проценчĕпе кăна усăланаççĕ.



Читайте нас: